Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Тимӗре хӗрнӗ чух туптаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Ял пурнӑҫӗ

Ял пурнӑҫӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ
"Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ

Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗнче пурӑнакансем йытӑсенчен хӑраҫҫӗ. Лешсем сурӑхсене хӑвалаҫҫӗ, темиҫешне туртса ҫурнӑ. Ачасем вара шкула ҫӳреме шикленеҫҫӗ.

Йытӑсем ҫулларанпах хӑратаҫҫӗ. Вӗсем пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнаҫҫӗ. Ял ҫыннисем хуҫине йыттисене сӑнчӑрлама темиҫе хутчен те ыйтнӑ, анчах кӑлӑхах.

«Пирӗн ачасем уй, вӑрман урлӑ ҫӳреҫҫӗ. Уй варринче пирӗн ачасене тапӑнаҫҫӗ. Пирӗн хӗр ӳсет, вӑл 10-мӗш класа ҫӳрет. Вӑл пысӑк ӗнтӗ, ҫапах йытӑсенчен хӑрать, ара, лешсем виҫҫӗн вӗт. Кашнинчех ман пата шӑнкӑравлать те кӗтсе илме ыйтать. Йытӑсем ӑна тапӑннӑ. Кӳршӗсен ачисем пӗчӗкрех, вӗсене те тапӑннӑ. Вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ кӗтсе илет», - ҫапла каласа кӑтартнӑ Лилия журналистсене.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60588
 

Ял пурнӑҫӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче икӗ хутлӑ культура ҫуртне туса пӗтернӗпе пӗрех. Ӑна иртнӗ ҫул хӑпартма пуҫланӑ. Строительство ӗҫӗсем епле шайра пулнипе паян, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паллашнӑ.

Культура ҫурчӗн строительствипе паллашасшӑнах кайман-тӑр-ха республика ертӳҫи. Михаил Игнатьев ҫав тӑрӑхра ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ.

Регион ертӳҫи паллашнӑ вырӑнти объектсенчен пӗри Шӑхасанти культура ҫурчӗ пулнӑ та. Культура керменне строительсем ҫывӑх кунсенче туса пӗтерме шантарнӑ. Унта вырӑнти аграрисем ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен професси уявне палӑртасшӑн.

Ҫурт хӑтлӑ, ҫутӑ, илемлӗ. Чи кирли — ӑна йӗркеллӗ ӗҫлеттересси. Культура ҫуртне пушӑ лартмалла маррине Михаил Игнатьев Элтепер те асӑрхаттарса каланӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра пурӑнакансене йышӑннӑ. Республика пуҫлӑхӗ патне пынисем йышӗнче Шупашкар районӗнчи Валерий Варламов та пулнӑ.

Ӑна Мӑнал ялӗнчи урамсене шывпа тивӗҫтерес ыйту хумхантарать.

Асӑннӑ ялти виҫӗ урамра ҫав ыйту ҫивӗч тӑрать-мӗн. Шупашкар районӗнчи ял пулнӑ май Мӑнал сарӑлсах пырать. Паян унта 204 ҫурт-мӗн, ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 50 пӳрт хута кайӗ.

Мӑналсем Тимӗрҫырмари шыв башнипе усӑ кураҫҫӗ. Халӑх йышлине кура шыв ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑрать. Ҫуллахи вӑхӑтра уйрӑмах сисӗнет ҫакӑ.

Республика Элтеперӗ Мӑнал арҫыннине проект-смета документацине тумаллине, экспертиза ирттермеллине ӑнлантарса панӑ. Ун валли вӑхӑт икӗ урама шыв ҫитермелле, 2021-мӗшӗнче — виҫҫӗмӗшне.

 

Ял пурнӑҫӗ
echokirova.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
echokirova.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Куславкка хулин тӗрлӗ кӗтесӗнче йӑлари хытӑ каяша пухмалли контейнерсем вырнаҫтарса тухнӑ.

«Вӗсене курсанах эпӗ ӑнланмарӑм тата кӑмӑлсӑрлантӑм…», — тесе ҫырнӑ Марат Волгин.

«2014 ҫулта ялти пуху хыҫҫӑн Пучинкере ҫавӑн пек 4 контейнер (кашни урамра икшер) вырнаҫтарчӗҫ. Ҫавӑн пек вӗсем 5 ҫул ларчӗҫ. Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче пире ҫӳп-ҫап вырӑнӗсем туса париччен. Куславккасем ун пек урнӑсене хирӗҫ пулнине лайӑх ӑнланатӑп. Пучинкере каяш вырӑнӗсене виҫӗ хут та ылмаштарчӗҫ. Хӑш чух — ҫывӑхри ҫуртсенче пурӑнакансем кӑмӑлсӑрланнӑран, хӑш чухне — урнӑсем патне хӗлле машинӑсем кӗрейменрен. Каяша вӑхӑтра турттарманран вӑл тулса каятчӗ. Ҫӳп-ҫап миххисене юнашар лартатчӗҫ. Ҫилпе ҫӳп-ҫап сапаланатчӗ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗсене карта тытса ҫавӑрмалла», — ҫырнӑ Волгин тӗнче тетелӗнчи ушкӑнсенчен пӗринче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-60061341_191901
 

Ял пурнӑҫӗ
«Чӑваш Ен» ПРТРК тунӑ видео скринӗ
«Чӑваш Ен» ПРТРК тунӑ видео скринӗ

Пӑрачкав ялӗнче пурӑнакансене шыв ыйтӑвӗ канӑҫ памасть. Пӗр урамра напор ҫук, тепӗр урамра кранран тутӑх шыв юхать. Ҫынсен нуши «Чӑваш Ен» ПТРК журналисчӗсене кӑсӑклантарнӑ.

Кранран мӗншӗн тутӑх шыв юхать-ха? Сӑлтавӗ нумай. Шывра тимӗр йышӗ 40 хут ытларах-мӗн. Ку ыйтӑва татса парас тесе Пӑрачкавра тимӗртен тасатакан станци тунӑ. Халӗ шыв нормӑпа килӗшсе тӑрать. Анчах тепӗр пӑтӑрмах тупӑннӑ: тасатнӑ шыв 40 ҫул улӑштарман пӑрӑхсене лекет, ҫавна май ҫынсем патне тутӑх шыв ҫитет.

Вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку ыйтӑва та ҫитес вӑхӑтра татса парасшӑн. Халӗ ялта шыв пӑрӑхӗсене, 27 ҫухрӑм, улӑштараҫҫӗ. Ӗҫе ҫитес ҫул вӗҫлеме палӑртнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/60039
 

Ял пурнӑҫӗ
mvkecocenter.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
mvkecocenter.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Йӑлари хытӑ каяша халӗ ял ҫыннисем унчченхилле ҫырмана пӑрахмаҫҫӗ. Каяша турттарса тӑма пирӗн республикӑра «Экоцентр» предприятие шанчӗҫ. Анчах пур чухне те ҫав предприяти тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламасть иккен. Елчӗк районӗнчи кӑлтӑка «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗ тупса палӑртнӑ, прокуратурӑна евитленӗ. Ҫитменлӗхе палӑртнӑ хыҫҫӑн надзор органӗ «Экоцентр» тата район администрацийӗ пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗсем шӑрҫаланӑ.

Ҫуллахи вӑхӑтра каяша ялсенчен эрнере 1 хутран пуҫласа 3 хут таран турттарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах ҫанталӑк температури 5 градусран ӑшӑрах чухне кунсерен турттармалла. Эрнере 1-3 хут турттарасси ҫинчен район администрацийӗпе «Экоцентр» хушшинче график ҫирӗплетнӗ-мӗн.

 

Ял пурнӑҫӗ
 Cistopol-rt.ru сайтри сӑнӳкерчӗк
Cistopol-rt.ru сайтри сӑнӳкерчӗк

Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта урамра ҫутӑ ҫуккине кура прокуратура тӗрӗслев пуҫарнӑ.

Арапуҫ ялӗнчи Николаев урамӗнчи 1-мӗш тата 18-мӗш ҫуртсен хушшинче ҫутӑ пулманни пирки надзор органне вырӑнтисем систернӗ. Прокуратурӑн вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен ӗҫне тӗрӗслеме ирӗк пур та, пакунлисем часах вырӑна ҫитсе пӑхнӑ. Чӑн та, маларах асӑннӑ икӗ ҫурт хушши 350 метр ытла иккен. Анчах унта ҫутӑ ҫук.

Ял урамӗнче ҫутӑ ҫуккишӗн ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Надзор органӗ хут ҫырса яваплӑх пирки асӑрхаттарсан вырӑнти тӳре-шара вырӑнтан хускалнӑ. Вӗсем маларах асӑннӑ урамри 1-мӗшпе 18-мӗш ҫуртсен тӗлӗнчи юпасем ҫине вӑрах тӑхтамасӑр хунарсем вырнаҫтарнӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Шуркасси ялӗнче урамри ҫутӑ ламписене ылмаштарнӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче хӑтлӑх кӗртессипе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ.

Энергие перекетлес тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗллевпе ял тӑрӑхӗнче урамри ҫутӑ ламписене ҫӗнӗ йышшисемпе ылмаштараҫҫӗ. Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче специалистсем Шуркасси ялӗнче ӗҫленӗ. Вӗсем ҫутӑ ламписене энергие перекетлекеннисемпе улӑштарса тухнӑ. Унчченхи лампӑсем 250 Вт тӑкакланӑ пулсан, ҫутӑ диодлисем вуншар хут перекетлӗрех.

Вырӑнти ял тӑрӑхӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ йышши лампӑсем энергие перекетлеме тата энерги тухӑҫлӑхне ӳстерме май парӗҫ. Тепӗр майлӑ каласан, ҫутӑ сахал ҫуннине кура уншӑн тӳлессипе те ял тӑрӑхӗн укҫа самай перекетленӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫлинче ҫӗнӗ ФАП хута кайнӑ. Фельдшерпа акушер пунктне паян савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.

Паян республикӑра Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ май асӑннӑ района Шупашкартан пырса ҫитнӗ тӳре-шара та хӗрлӗ хӑю касма хутшӑннӑ. Патшалӑхӑн конкурентлӑ политика тата тариф службин ертӳҫи Марина Кадилова, Йӗпреҫ район пуҫлӑхӗ Александр Яковлев, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Горбунов, Хурамал ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Петров, Йӗпреҫ район пульницин тӗп врачӗ Наталья Мясникова, ял ҫыннисем хутшӑннӑ.

Вӗсем вырӑнтисем малашне хӑтлӑ ФАПра тухтӑр пулӑшӑвӗ илме пултарассине каланӑ. Ял ҫыннисем те ҫӗнӗ тухтӑр ҫурчӗшӗн савӑннӑнине палӑртнӑ, ӑна уҫнӑшӑн тав тӑвакансем те тупӑннӑ.

 

Ял пурнӑҫӗ
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхне кӗрекен Типҫырма ялӗнче пурӑнакансем кӑмӑлсӑр: халӑх шухӑшне ыйтса пӗлмесӗрех вӗсен ялӗнче газ пӑрӑхӗсем хураҫҫӗ-мӗн. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, проект пирки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗпе, хута каякан суту-илӳ центрӗн хуҫипе ҫеҫ калаҫнӑ. Кӑмӑлсӑрланнӑ халӑх митинга тухма шутланӑ.

Газ пӑрӑхне авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче хума тытӑннӑ. Тепӗр кунхине ҫынсем митинга пухӑннӑ. Ял тӑрӑхӗн депутачӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, проекта суту-илӳ центрӗн хуҫи шухӑшласа кӑларнӑ. Газ пӑрӑхӗсене хунӑ хыҫҫӑн ҫак пуҫлӑх ҫул сарма укҫа уйӑрассине ӗнентереҫҫӗ: 1 уйӑх ҫурӑра вак чул сармалла-мӗн.

Ҫакна пӗлтерсен халӑх тата кӑмӑлсӑрланнӑ: пӑрӑхсене хурсан тӑпра вӑрах вӑхӑт анӗ, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра вара пылчӑк ҫӑрма тивӗ.

«Пирӗн пахчасем хыҫӗнче харпӑр территори пур, газ пӑрӑхӗсене унта хунӑ тӑк влаҫӑн укҫа тӳлеме тивӗччӗ, ялта вара ҫакна вӗсем тӳлевсӗрех тӑваҫҫӗ. Пуху ирттерсе халӑх шухӑшне те пӗлмелле пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ Марина Мартынова.

Халӑха Ҫӗньял ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн шухӑшӗ килӗшмен, типҫырмасем прокуратурӑран пулӑшу ыйтасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59434
 

Страницӑсем: 1 ... 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, ...72
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лару-тӑру лайӑх енне йӗркеленсе пырӗ. Ертӳлӗх сирӗнте пысӑк майсене асӑрхӗ, сирӗнпе урӑхларах хутшӑнма тытӑнӗ. Ӗҫпе, килӗшӳсемпе сӑмах пама ан васкӑр — ку тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулӑр.

Ҫурла, 26

1901
124
Иванов Семён Акимович, генерал-майор ҫуралнӑ.
1930
95
Соколова Асклида Андреевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1933
92
Ашмарин Николай Иванович, паллӑ тюрколог, чӑваш чӗлхи пӗлӗвӗн никӗсне хываканӗ вилнӗ.
1950
75
Яковлев Пётр Яковлевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1973
52
Кузьмина Надежда Геннадьевна, чӑваш юрӑҫи, артисчӗ, сценарисчӗ ҫуралнӑ.
2009
16
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем